Çĕнĕ пултарулăх сезонĕ уçăлнă
Çак кунсенче округри культура учрежденийĕсенче хĕрÿ тапхăр пырать. Вĕсенчен кашнинчех çĕнĕ пултарулăх сезонĕ уçăлать. Чи малтан сцена çине Элĕкри культура çурчĕн артисчĕсем тухса ыттисене çул уçса пачĕç. Халĕ вара ял-салара вырăнти артистсен пултарулăхĕпе паллашма пултараççĕ.
Мăн Шĕвĕшри культура çуртĕнче те юрă-кĕвĕ уявĕ сентябрĕн 26-мĕшĕнче иртрĕ. Сцена çинче «Васнар» пултарулăх коллективĕ куракансене савăнтарчĕ. Пурте пĕлекен юрăсем янăранă чухне кашнин кăмăлĕ çĕкленчĕ. Елена Ивановăпа Алевтина Тарасова та куракансене хăйсен юррисемпе тыткăнларĕç.
Çак кун залра ларакансем кашни номере ăшшăн йышăнчĕç. Галина Тихонова, Валентина Игнатьева тата Рая Бушуева хăйсен кĕмĕл сассисемпе уява илем кÿчĕç. Паллах, нимĕнле концерт та ăста купăсçăсăр иртмест. Федор Васильев вара ку енĕпе чăннипех те пултаруллă. Унăн пÿрнисем купăс тÿмисем çийĕн чупса иртнĕçем чуна пырса тивекен кĕвĕ куракансен чунне тыткăнлама та ĕлкĕрет.
Аслисемпе танах ачасем те сцена çине тухни концерт программине пуянрах тăвать. Мария Лавреньтева ертсе пыракан «Росинки» ташă ушкăнĕ хăйне евĕрлĕхпе палăрчĕ. Çамрăк артистсем капăр тумпа, хавас кăмăлпа тухрĕç куракансем умне.
Шÿт пурнăç çине хаваслăрах пăхма хистет. Çакна Надежда Даниловăпа Валентина Игнатьева та аванах ăнланаççĕ. Вĕсем вылянă шÿтлĕ номере алă çупсах йышăнчĕç.
Мăн Шĕвĕш клубĕнче пултарулăх сезонĕ уçăлчĕ. Малашне вара ял çыннисене кунта йыхравлаççĕ. Килсе курма та пулать, хăйсен хутшăнма та. Культура çуртĕнчи мероприятисем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Ярко в Чувашии» проект шучĕпе иртеççĕ.
Н.СМИРНОВА.