Никама та манман, нимĕн те манăçман
Майăн 9-мĕшĕнче Элĕк муниципаллă округĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 81 çул çитнине халалланă мероприятисем чылай иртрĕç. Республикăри чрезвычайлă лару-тăрупа çыхăннă чарусене пула вĕсене ытти çулхисем пек анлă та пысăк йышпа йĕркелеме май килмен пулсан та уявăн чапĕпе хисепĕ чакмарĕ. Муниципалитетри ял-салара астăвăм çине тимлĕх уйăрчĕç, палăксем патне чечек кăшăлĕсем хучĕç, пуç хунă паттăрсене асăнса шăп тăчĕç. Никама та манман, нимĕн те манăçман.
Элĕк сали
Элĕк салинче Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕшĕн çапăçнă ентеш паттăрсене асăнма Культурăпа кану паркне пухăнчĕç. Аслă Çĕнтерĕве халалланă мероприяти «Паллă мар салтак» мемориал умĕнче иртрĕ. Кунта Элĕк муниципаллă округ пуçлăхĕ – «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Александр Терентьев, Элĕк округĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ Эдикт Волков, ятарлă çар операцине хутшăннă Владимир Владимиров, депутатсем, округри учрежденисемпе организацисен ертÿçисем, обществăлла тата патриотла организацисен представителĕсем пухăнчĕç, чĕрĕ чечексемпе чечек кăшăлĕсем хучĕç, паттăрла пуç хунă салтаксене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Чăваш Сурăм вăтам шкулĕн кадечĕсем палăк умĕнче хисеплĕ караулта пулчĕç.
Çакна та палăртса хăвармалла. Мемориал комплексĕн территорине иртнĕ çул тĕпрен çĕнетнĕ, лаптăкне пысăклатнă, палăк никĕсне юсаса çирĕплетнĕ. Вăрçă ветеранĕсен ячĕсене çырнă стенда тĕпрен çĕнетнĕ, юнашарах ятарлă çар операцинче пуç хунă ентешсен ячĕпе çĕнĕ стенд йĕркеленĕ.
Кĕçĕн Тăван ялĕ
Тавăт территори пайне кĕрекен Кĕçĕн Тăван ялĕнче пурă- накансем 81-мĕш хут килекен Аслă Çĕнтерĕве хăйне евĕр кĕтсе илчĕç. Вĕсем «Ниме – халăх бюджечĕ» проектпа усă курса «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене ĕмĕр мухтав» мемориал комплексне туса лартма вăй-хал çитерчĕç. Ăна майăн 9-мĕшĕнче ял халăхĕпе пуçтарăнса уçрĕç.
Кунта Элĕк муниципаллă округ пуçлăхĕ «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Александр Терентьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Малов тата Владимир Свешников, Элĕк муниципаллă округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Александр Андреев, вырăнти территори пайĕн начальникĕ Раиса Григорьева, ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсен çывăх çыннисем, Тавăт вăтам шкулĕн çамрăк армеецĕсемпе шкул ачисем, ял çыннисем пухăннă.
Мемориал ĕçлесе кайнине палăртакан хĕрлĕ хăйăва татма Александра Юрьвичпа пĕрле Николай Малов тата Владимир Свешников депутатсем, Кĕçĕн Тăван ялĕнчи ачасем тивĕçнĕ. Мероприятие хутшăнакансем вăрçă паттăрĕсене асра тытса чечек кăшăлĕсем хунă. Плитасем çине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсен тата киле Çĕнтерÿпе таврăннă ентешсен ячĕсене ялăн-ялăн çырса хунă. Вĕсен ячĕсем ĕмĕр асра юлĕç. Ку тăрăхра паянхи çамрăк ăру Çĕнтерĕвĕн пĕлтерĕшне ăша хывса çитĕнни куç кĕрет. Шкул ачисен аллисенче мăн аслашшĕсемпе мăн кукашшĕсен сăн ÿкерчĕкĕсем. «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнса вĕсем хăйсен çывăх çыннисем çĕнтерĕве фронтра та, тылра та çывхартнине палăртма пултарчĕç. Тавăт шкулĕнче вĕренекен çамрăк армеецсем мемориал умĕнче хисеплĕ караул тăчĕç. Малашне халăх пуçарăвĕпе çĕкленĕ çĕнĕ мемориал патриотизмла мероприятисем - тĕлпулусемпе Паттăрлăх урокĕсем ирттермелли вырăн пулса тăрĕ. Шăпах та çакă истори астăвăмне упраса хăварас, çамрăксене воспитани парас ĕçре тĕп вырăн йышăнĕ.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 81 çул çитнине паллă тунă май хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнса пире тăнăç пурнăç парнелессишĕн çапăçакан ентешсене, тылра вĕсене кулленех гуманитари пулăшăвĕ паракан «кĕмĕл» волонтерсене тимлĕхсĕр хăвармарĕç. Александр Терентьев, Николай Маловпа Владимир Свешников Элĕк салинчи тата Тавăтпа Кĕçĕн Тăван ялĕсенчи «кĕмĕл» волонтерсемпе тĕл пулчĕç. Ял хастарĕсем тивĕçлĕ канура пулин те çĕршыври лару-тăрăва ăнланса ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшу пама тăрăшаççĕ. Вĕсем хатĕрленĕ хÿтлĕх çеткисем техникăна тата пирĕн салтаксем вырнаçнă вырăнсене витеççĕ, пурнăçа çăлса хăвараççĕ. «Ял хастарĕсене хÿтлĕх çеткисем çыхма материалсем парса хăвартăмăр. Пирĕн тĕлпулусем малалла та тăсăлĕç. «Единая Россия» партин «Муниципалитет депутачĕ» проекчĕ шучĕпе ырă пуçарусене пурне те пулăшăпăр», - тенĕ «Муниципаллă депутат» парти проекчĕн регионти координаторĕ Николай Малов ырă чунлă хĕрарăмсене тав туса.
Ураскилт сали
Ураскилт территори пайне кĕрекен ялсенче – Шĕнтрешре, Тури Вылăра тата Ураскилтре Аслă Çĕнтерĕве халалланă мероприятисем иртнĕ. Ураскилтсем халăх пуçарăвĕпе усă курса хальхинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешсен ячĕпе палăк уçнă. Кунта Ураскилт территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Филиппова, Элĕк округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Сергей Филиппов, Ураскилт чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Егоров протоиерей, салара пурăнакансем хутшăннă. Александр атте çĕнĕ палăка кĕлĕ вуласа сăвапланă. Мероприятире ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшу кÿрекен «кĕмĕл» волонтерсен ячĕпе те тав сăмахĕсем каланă. Антонина Васильева тата Валентина Филиппова хастарсем Элĕк муниципаллă округ пуçлăхĕн Тав хутне тивĕçнĕ. Пухăннисем çĕнĕ палăк умĕнче чечек кăшăлĕсем хунă.
Аслă Çĕнтерĕве халалланă мероприятисем муниципали- тетри кашни территори пайĕнчех иртнĕ. Аслисемпе танах кĕçĕннисем та хутшăннă астăвăм мероприятийĕсене. Ял-салара «Вилĕмсĕр полк», «Астăвăм çурти», «Çĕнтерÿ моди» акцисем йĕркеленĕ.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.