Пирĕн пуласлăх шанчăклă алăра
Ăс-хакăл енчен те, спорта та маттур ачасем хăйсене çулсеренех çарпа патриотизм вăййинче тĕрĕслеççĕ. Кăçал «Зарница 2.0» Пĕтĕм Раççейри çарпа патриотизм вăййисен муниципалитетри тапхăрĕ Юнтапа шкулĕнче иртет. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 81 çул çитнине тата çĕршыва хÿтĕлекен мухтавлă салтаксене асăнса йĕркеленĕ.
Майăн 13-мĕшĕнче «Зарница 2.0» çарпа патриотизм вăййисене савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Кунта Элĕк муниципаллă округ пуçлăхĕ Александр Терентьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Свешников, Элĕк муниципаллă округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Нина Андреева, Муркаш тата Элĕк районĕсен çар ĕç комиссарĕ Евгений Степанов капитан, Афганистан ветеранĕсен Союзĕн Элĕк округĕнчи председателĕ Валерий Иванов, ятарлă çар операцине хутшăнакан Борис Созонов, «Юнармия» Пĕтĕм Раççейри çарпа патриотизмла обществăлла юхăмăн регионти штабĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Димитриев хутшăнчĕç. Хăнасем çамрăк армеецсене ăмăртусенче ăнăçупа çирĕплĕх сунчĕç, вĕсен хастарлăхне тата çĕнтерÿ патне ăнтăлнине кура пирĕн малашлăх çирĕп алăра пулнине палăртрĕç. «Патриотла воспитани çамрăксенче Тăван çĕршывшăн яваплăх туйăмне çирĕплетет, ăна хÿтĕлеме хатĕр пулма, Тăван çĕршыв историне хисеплеме вĕрентет. Шăпах та çак енсем «Зарница 2.0» вăйăсенче никĕсленсе аталанаççĕ. Кайран ку хăнăхусем пурнăçра çитĕнÿсем тума пулăшаççĕ те», - терĕ муниципалитет пуçлăхĕ Александр Юрьевич.
Çанталăкĕ ытлашшиех хĕвеллĕ кунпа савăнтармарĕ пулин те командăсем стройпа утса хăйсем тупăшăва кĕме хатĕр пулнине кăтартса пачĕç. Хăй вăхăтĕнче Юнтапа шкулĕнче вĕреннĕ, çар тивĕçне пурнăçласа пуç хунă паттăрсене Алексей Иванова тата Виталий Яковлева асăнса мемориал хăмисем умне чĕрĕ чечексем хучĕç, пĕр минут шăп тăчĕç.
Виçĕ кун хушшинче аслă çулхи тата кĕçĕн ушкăнсем çар хăнăхăвĕсене тишкерчĕç, экстремаллă тата чрезвычайлă лару-тăрура хăйсене мĕнле тытмаллине алла илчĕç, командăра ĕçлеме хăнăхрĕç. Ушкăн ăнăçлăхĕ командир ăсталăхĕнчен нумай килет. Çакна командирсен ăмăртăвĕнче çирĕплетсе пама пултарчĕç. Связистсем ятарлă паллăсемпе усă курса информацие çитерме пултарнине кăтартса пачĕç. Çар корреспонденчĕсем валли те хăйне евĕр ĕç йĕркеленĕ. Вĕсем палăртнă темăсемпе сăн ÿкерчĕксен тата видео репортажсем хатĕрлерĕç. Командăсем çарпа политика хатĕрлевĕнче историе пĕлнине, паянхи çар чăнлăхне ăнланнине кăтартса пачĕç. Паллах, çан-çурăм çирĕплĕхне кăтартмалли тупăшусем те хĕрÿ иртрĕç. Медицина пулăшăвĕ парасси, пилотсăр вĕçев хатĕрĕсемпе ĕçлесси, çар эстафетине парăнтарасси – пĕтĕмпех пулчĕ çарпа патриотизм вăййисенче.
Муниципалитет ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисем вара округ чысне республика шайĕнче хÿтĕлĕç. Вĕсен ячĕсем паян паллă пулĕç.
Н.СМИРНОВА.