Транспорт вăл - тетте мар
Самокат, питбайк, мотоцикл… Çамрăксемпе çула çитменнисем хушшинче анлă сарăлнă транспорт хатĕрĕсем. Халĕ çу кунĕсем пуçланнă май вĕсен хăвăртлăхпа ирĕклĕхе туясшăн. Çак техника савăнăçпа киленÿ парнелет тесе кăна шухăшлас килет. Анчах та çулсем йăнăшсене каçармаççĕ. Ку вăл аслисем çамрăксене хăратас тесе каланă сăмахсем мар. Шухăшламасăр тунă пĕр утăм пурнăçа икĕ пая уйăрма пултарать.
Мототехникăпа çÿрекен ачасемпе çамрăксем çул çинче чăн-чăн инкек пулса тăраççĕ. Вĕсем çул-йĕр правилисене уямаççĕ, хăрама пĕлмеççĕ, аварине лекме пултарассине ăнланмаççĕ. Питбайк хаклă мар пĕчĕк мотоцикл шутланать. Ăна Патшалăх автоинспекцийĕнче регистрацилес нуша çук, права та кирлĕ мар. Ку чухне кирек кам та руль умне ларма пултарать. Çак сăлтавсене пула питбайк ачасемпе çамрăксем хушшинче анлă сарăлнă. Анчах та ку транспорт тĕсĕ спорт инвентарĕ пулни çинчен манмалла мар. Унпа тренировка трассисемпе кăна – хупă лапамсенче çÿреме юрать. Пурте усă куракан çулсем çине тухни инкек патне çитерме пултарать. Енчен те ятарлă вырăна илсе çитермелле пулсан прицеппа усă курмалла. Çитменнине тата спорт инвентарĕ çинче хунар та, поворотник та, тĕкĕр те çук. Шел, çакна нумайăшĕ ăнланасшăн мар.
Çулсем çинче мотоциклпа çÿрекенсем те сахал мар. Вĕсем хăйсен умне кăна мар, ыттисен умне те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.
Çак çивĕч ыйтусем РФ ШĔМĕн Вăрнарти Патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсене те пăшăрхантарать. Асăннă ведомствăн ертÿçи Геннадий Казыкин пĕлтеренĕ тăрăх, питбайкпа тата мотоциклпа çÿрекен çамрăксемпе ачасене куçран вĕçертмеççĕ. Йĕркене пăхăнмасăр питбайкпа çул çине тухнине курсан транспорта ятарлă стоянкăна тăратаççĕ, çул çитмен водителĕн ашшĕ-амăшĕн вара административлă майпа явап тытма тивет. Мотоцикл рулĕ умне ларакансен унпа çÿремешкĕн А категорине илмелле. А1 подкатегори 15 лаша вăйĕнчен нумаях мар хăватлă мотоцикл рулĕ умне ларма ирĕк парать. М категори, ăна 16 çултан параççĕ, мопедпа, скутерпа, çăмăл квадроциклпа çÿреме кирлĕ.
Самокатсемпе ярăннă чухне тимлĕ пулмаллине те асра тытмалла, уйрăмах иккĕн ярăнни хăрушлăх кăларса тăратать.
«Хăрушсăрлăх вăл - чару мар, никама кирлĕ мар правилăсем те мар. Чи ансат йĕркесене пăхăнни пурнăçа çăлса хăварма пулăшать. Пурте усă куракан çулсем çине хатĕрленмесĕр тата опытсăр тухни инкек патне илсе çитерет. Ку чухне ашшĕ-амăшне асăрхаттарса калас килет. Ачасене çакăн пек транспорт хатĕрĕсем илсе париччен питĕ тĕплĕн шухăшласа пăхмалла. Хатĕр-и вăл унпа усă курма? Киле телейлĕ те сывă ачасем таврăннинчен пахи мĕн пултăр?» - терĕ Геннадий Анатольевич.
Çакна та палăртмалла, 2026 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа çула çитменнисене бензинпа дизель топливине сутма чаракан саккун вăя кĕнĕ. Вăл çулсем çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă.
Марина МИХАЙЛОВА.