Ултавçăсенчен мĕнле хÿтĕленмеллине сÿтсе явнă
Элĕк округĕ «Финанссен территорийĕ» ведомствăсен хушшинчи проекта хутшăннă вуннăмĕш муниципалитет пулса тăнă.
Ку проект республика муниципалитечĕсенче пурăнакансене хальхи йышши финанс продукчĕсемпе тата пулăшăвĕсемпе паллаштарать, вĕсем мĕнле майсем уçса панине аса илтерет.
Элĕкри темиçе лапамра Раççей Банкĕн Атăл-Вятка тĕп управленийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн, Шалти ĕçсен министерствисен, Социаллă фонд уйрăмĕсен тата республикăри Федераци налук службин эксперчĕсем çут ĕç мероприятийĕсене ирттернĕ. Элĕкре пурăнакансем - шкул ачисенчен пуçласа тивĕçлĕ канурисем таран - хăйсен укçи-тенкине мĕнле тытмаллипе паллашнă. Ку ахаль пурнăçра питĕ кирлĕ.
Мероприятие хутшăннисенчен ытларахăшне укçа-тенкĕпе çыхăннă ултавсем кăсăклантарнă. Ултава епле уйăрса илмелле? Хамăра тата укçа-тенке вĕсенчен мĕнле хÿтĕлемелле? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне пĕлнĕ вĕсем. Экспертсем «хăрушсăр счет» çуккине тĕплĕн ăнлантарнă. Палламан çын шăнкăравласан укçа куçарма ыйтрĕ пулсан пĕрре те иккĕленмелле мар, вăл - ултавçă.
Çавăн пекех кашни çын «самозапрет» лартма пултарнине аса илтернĕ. Мĕне пĕлтерет-ха ку? Ку сирĕн ятпа кредит е займ илме чарать. Çакă ют çын докуменчĕсемпе кредитсем илекен ултавçăсенчен хÿтĕленме пулăшать.
Банксем тата микрофинанс организацийĕсем пысăк кредит е займ панă чухне «сивĕнÿ тапхăрне» пăхăнаççĕ. Вăл икĕ кун таран тăсăлать, çак тапхăрта çын лайăх шухăшлама пултарать: тĕрĕсех тăвать-и вăл? Çын ултавпа тĕл пулнă тăк пысăк банксен мобильлĕ приложенийĕнче ятарлă функционалпа усă курма пулать: вăл ултавçăсем укçа куçарни пирки хăвăрт пĕлтерме, полицие каймашкăн банкран электрон справка илме пулăшать.
Мероприятире хăвăрт тÿлемелли система, «Кассăра - чĕрĕ укçапа» сервис пирки те каласа кăтарт- нă. Çавăн пекех Вăрах перекет программи çине тимлĕх уйăрнă, вăл пенси çумне хушма укçа-тенкĕ илме май парать е тĕллевсене пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ пухма пулăшать. Тĕслĕхрен, çурт-йĕр туянма е ачасене вĕрентме.
Н.СМИРНОВА.