Вĕрентекенĕн ачасемшĕн аслă та ăслă юлташ пулмалла
Ураскилт шкулĕн директорĕ Владислав Миронов çак кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн аллинчен сумлă награда илчĕ. Шупашкарта иртнĕ республикăри педагогсен анлă конференцийĕнче ăна «Чăваш Республикин вĕренĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят пачĕç. Çак ятпа Владислав Никандровича саламласа хамăр редакци тĕпелне йыхравларăмăр.
«Эпĕ нихăçан та шкулта ĕçлеме шутламан!»
Кĕтмен çĕртен çакăн пек пуçланчĕ пирĕн калаçу вĕренÿ тытăмĕнче 40 çула яхăн ĕçлекен Владислав Никандрович Мироновпа. Вĕсенчен 30 çулне вăл шкул директорĕнче пĕр улшăнми тимлет. Шăпа унăн пурнăçне тăван тăрăхпах çыхăнтарас тенĕ пулас, аякка яман. Шĕнтреш ялĕнче çуралса ÿснĕ çамрăк хăйĕн пурнăçне Ураскилт салипе çыхăнтарнă. Анчах та ку çул çине тÿрех тăман-ха вăл.
– Владислав Никандрович! «Эпĕ нихăçан та шкулта ĕçлеме шутламан!» – тени маншăн кĕтменлĕх пулчĕ. Мĕнпе çыхăннă çакă;
– Хамăн атте вĕрентекен пулнă май эпĕ çак ĕçе лайăх курса тăнă, йывăр пулнине ăнланнă. Пĕрмаях хăвăн та вĕренсе пымалла, ăс пухмалла. Ачасем канаççĕ, учительсем вара – çук! – терĕ Владислав Никандрович шухăшĕпе ачалăха таврăнса.
Ашшĕ – «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ Никандр Алексеевич Миронов – Ураскилт шкулĕнче ачасене историпе обществоведени предметне çур ĕмĕр ытла вĕрентнĕ. Вĕрентнĕ кăна тени çителĕксĕр пулĕ, вăл шкул пурнăçĕпе пурăннă.
– Эпĕ, пĕчĕк ача, каçхине вăранаттăм та атте сĕтел хушшинче çырса ларнине кураттăм. Ун чухне «молния» кераççин ламписем пурччĕ. Тĕрĕссипе, ку лампăсемпе интеллигенци кăна усă курнă. Эпĕ ыйхă тĕлĕшпе ун патне пыраттăм. Вăл мана чĕрçи çине лартатчĕ те малалла çыратчĕ. Урока хатĕрленсе ĕç планĕсем çырнă пулнă вăл ун чухне, – ашшĕ çинчен питĕ ăшшăн аса илчĕ ывăлĕ.
Владислав Миронов 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне ашшĕ ăнсăртран икĕ куçĕпе те суккăрланса ларнă. Ку чухне пурнăçĕ хăй тĕрĕслет тейĕн çыннăн вăйхăватне. Никандр Алексеевич вара пуçа усма хăнăхман, чун çирĕплĕхĕ çителĕклĕ пулнă унăн, çемйи те пулăшу парсах тăнă.
– Эпир ăна шкула çавăтса çÿреттĕмĕр. Унта вăл виçĕ-тăватă сехетченех ĕçлетчĕ. Кайран вара киле çавăтса килнĕ. Ман хыççăн çак ĕç йăмăксем çине куçнă, вĕсем шкултан вĕренсе тухсан хăй вĕрентнĕ ачасем унпа юнашар çÿренĕ, – каласа пачĕ Владислав Никандрович. Сăмах май, çемьере пилĕк ача çитĕннĕ Мироновсен. Владислав вара икĕ пиччĕшĕпе икĕ йăмăкĕ хушшинче аслисенчен вĕренсе, кĕçĕннисене хÿтлĕх парса ÿснĕ.
Ашшĕпе инкек пулса тухсан çемьери хутшăнусем тата та çирĕпленнĕ темелле.
– Атте пĕрмаях сасăпа кĕнекесем, хаçатсем вуласа пама ыйтатчĕ. Çавăнпа та эпир аттене пулăшнипе пĕрлех хамăра та пулăшнă, чĕлхе аталанннă, тавракурăм анлăланса пынă, вырăс сăмахĕсене, терминсене ăша хывнă, – терĕ вăл.
Паллах, ача чухне çакна ăнлансах илеймен-ха, анчах та çулсем кайнăçем ачалăхри ĕçсен пĕлтерĕшĕ уçăмланса пыни сисĕнет. Суккăр пулсан та ал ĕçне те ашшĕ хăех туса пама тăрăшнă, пÿрнисемпе тĕрĕслесе хак пама пултарнă, тирпейлĕхе мала хунă. Çак енсем кайран ачисене куçса пынă.
Амăшне те питĕ ăшшăн аса илет Владислав Никандрович. Александра Васильевна пĕтĕмпе те 4 класс кăна вĕреннĕ пулин те ачисене вĕренмеллине аса илтерсех тăнă. Сăвă каламалла-и, хутлама вĕренмелле-и – амăшĕ çирĕппĕн тĕрĕслесе тăнă, хăй те ачасемпе пĕрле киле парса янă ĕçсене тунă.
Рисованипе физкультура юратнă, физикăна суйланă
Ураскилт шкулĕнчен вĕренсе тухсан малтанах хăйне заводра тĕрĕслесе пăхнă учитель ĕçĕ çинчен пачах та тĕлленмен çамрăк. Ÿсĕмне кура салтак ячĕ тухсан çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Кайран шăпа ăна Шупашкарти троллейбус управленине илсе çитернĕ. Шăпах çакăнта ĕçлекенсем асăрханă та пултаруллă çамрăк техника енне туртăннине, ăна аслă пĕлÿ илме хатĕрлев курсне вĕренме кĕме сĕннĕ. Çапла вара 1982 çулта Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физикăпа математика факультечĕн студенчĕ пулса тăнă. Паллах, кунта йăмăкĕн тĕслĕхĕ те витĕм кÿнĕ курăнать. Валентина та çак вăхăтра физматра пĕлÿ илнĕ. Тĕрĕссипе, ĕçлеме яла таврăнасси те йăмăкĕпе çыхăннă иккен. Ураскилт шкулĕнче ĕçлекенсер хулана кайма шутланăран Владислав Никандровичăн ун вырăнне выр- наçмалла пулса тухать.1987 çулхи августăн 15-мĕшĕнче вăл хăйĕн ĕç биографине малалла çырма пуçлать, хальхинче вара вĕренÿ тытăмĕнче.
– Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне рисованипе физкультура урокĕсене ытларах кăмăлланă. Физикăпа вара задачăсем шутлама юрататтăм, – каласа парать опытлă педагог.
– Владислав Никандрович, хăвăр сисмесĕрех çемьери вĕрентекенсен династине тăсаканĕ пулса тăнă Эсир;
– Пирĕн çемьере вĕрентекенсен династине пысăках тесе калаймăн, вăл 135 çулпа танлашать. Вĕсенчен 55 çулĕ – аттен. Эпĕ ку сферăра 39 çул ĕçлетĕп пулсан тепĕр 41 çулĕ Валентина йăмăкăн.
– Физика предмечĕ кăткăс, ачасем патне çитерме те çăмăлах мар пулĕ;
– Урокра ачасене кăсăклă, ăнланмалла чĕлхепе каласа парсан ачасем сан енне туртăнаççĕ. Вĕрентекенĕн ачашăн аслă та ăслă юлташ пулмалла тесе шутлатăп эпĕ. Вĕсен интересĕсене чĕртсе яма пĕлни кирлĕ. Пирĕн атте: «Учителĕн пуçĕнче тĕтĕм пулсан ачан пуçĕнче сĕрĕм пулать», – тетчĕ. Тĕрĕс сăмахсем. Паллах, ку чухне хăвăн та пĕрмаях пĕлĕве тарăнлатса пымалла, вĕсенчен пĕр утăм маларах пулмалла. Теорипе практикăна шайлаштарса пыма тăрăшнă. Питĕ нумай опыт ирттереттĕмĕр. Çак темăна лайăхрах ăнланма пулăшать.
– 30 çул ертÿçĕ тилхепине тытса пыратăр. Ертÿçĕ пулма çăмăл-и;
– Директорăн харăсах ертÿçĕ те, завхоз та, учитель те пулмалла. Кун каçипе тĕрлĕ ыйтăва татса пама тивет. Паллах, ăнăçу пĕччен ĕçленипе килмест. Директор çумĕсем çинче яваплăх пысăк. Акă Галина Михайловна Осипова вĕренÿ енĕпе директор çумĕн тивĕçĕсене 10 çул ытла пурнăçлать. Пуринчен те çирĕп ыйтать. Коллектившăн пысăк тĕрев.
50 çул каялла хăйсем 67-ĕн шкултан вĕренсе тухнине аса илес пулсан паянхи кун пĕтĕмпе те Ураскилт шкулĕнче унăн çурри кăна. Ачасен шучĕ сахал пулин те шкул «сывлать-ха». Паллах, кунта шкул коллективĕ тăрăшулăхне палăртать Владислав Никандрович. «Шансах тăратпăр, ялсенчи шкулсен те малашлăхĕ пулĕ», – терĕ вăл пĕр иккĕленмесĕр.
«Пĕтĕм юратăва мăнуксене паратăп»
Мироновсен çемье историйĕ вара 40 çул каялла пуçланнă. Владислав Никандрович 3-мĕш курсра вĕреннĕ чухне Патăрьел пикине Антонина Алексеевнăна, ăна вăл ытти чух Таня тесе чĕнет, куçран вĕçертес темен, çамрăксем пĕр çемьене чăмăртаннă. Телейлĕ мăшăр пĕр ывăла пурнăç парнеленĕ, ура çине тăма пулăшнă. Олег ашшĕ пекех физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухнă, анчах та вĕрентекен профессине суйламан. Халă вăл Çĕнĕ Шупашкарти «Хĕвел» заводра тăрăшать, çемье çавăрнă. Аслашшĕпе асламăшне вĕсем мăшăрĕпе икĕ мăнук парнеленĕ.
– Пĕтĕм юратăва мăнуксене паратăп. Ку сăмахсене хăй вăхăтĕнче манăн атте каланă. Халĕ эпĕ те çаплах шутлатăп. Мăнуксемпе чăвашла калаçма тăрăшатпăр, – йăл кулăпа вĕçлерĕ сăмаха пысăк хисепе тивĕçнĕ вĕрентекен тата ертÿçĕ.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.