«Театра ăнсăртран лекрĕм»
Юлия Мельник пурнăçĕнчи 40 çулне Чăваш патшалăх пукане театрĕн сценине халалланă. Ку таранччен вăл 300-е яхăн роле вылянă. Юлия Леонидовна кăçал çулла Чăваш халăх артисчĕн ятне тивĕçнĕ. Çак сумлă ят ăна хавхалантарать кăна мар, тата ытларах çанă тавăрса ĕçлеме хистет. Умра - çĕнĕ рольсем. Паян хисеплĕ ентешĕмĕр редакци хăни пулса пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕ.
Юля мар, Люда
«Эпĕ Куракăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемьере - чи кĕçĕнни. Ман умĕн пичче тата икĕ аппа çуралнă. Вĕсем умлăн-хыçлăн çут тĕнчене килнĕ, эпĕ кĕçĕн аппа хыççăн 8 çултан кăна кун çути курнă. Мĕн пĕчĕкрен Юрăна пичи теме хăнăхнă, аппасем - Ира акка тата Альбина акка. Пас- портра эпĕ - Юлия, анчах ялта мана Люда тесе чĕнетчĕç. Анне (ăна апай тенĕ эпир) аттене Леонид тесе чĕннине эпир нихăçан та илтмен. Юратса, ачашшăн Люля тетчĕ. Атте ял çыннисемшĕн те Люля кукку е Люля пичу пулнă. Люльăпа Юля пĕр пек илтĕннĕрен «Атя-ха хăть хамăр хушăра Люда тесе чĕнер» тесе йышăннă килтисем. Шкулта та учительсем Люда тетчĕç. Математика вĕрентекенĕшĕн кăна Юльăччĕ эпĕ. Ку маншăн темле урăхлаччĕ. Пионер лагерьне кайсан Юля тесе чĕннипе кăна çак ята хăнăхма пуçларăм. Паянхи кун та тăвансемшĕн эпĕ - Люда.
Апай - Галина Германовна, ĕмĕрĕпех колхозра ĕçленĕ, атте, Леонид Михайлович - пушар хуралĕнче. Астăватăп-ха, ача чухне Элĕке кайсан атте мана пушар машини çине йăтса лартатчĕ. Пы-ы-сăк пек туйăнатчĕ вăл. Атте питĕ илемлĕ, шăрçа пек çыратчĕ. Ĕçĕнче стена хаçачĕ кăларма яланах ăна шаннă. Вăл пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнăранпа 2 çул çитрĕ.
Апай 65 çултах çĕре кĕчĕ. «Сан уншăн та пурăнмалла», - тесе хавхалантарса тăтăмăр аттене. 93 çулта пурнăçран уйрăлчĕ. Унăн ĕçченлĕхĕнчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕм. Вилес умĕн кăштах чирлекелерĕ. Унччен вара утса-чупсах çÿрерĕ. 90-ра та пусмапа улмуççи çине хăпарса панулми тататчĕ. Пĕррехинче инке шăнкăравларĕ те: «Ай-уй, Люда, атте каллех витре йăтса хăпарса кайрĕ», - терĕ. Сăн ÿкерсе ячĕ. «Атте, ма апла хăпаратăн ара; Çамрăк мар вĕт» - терĕм кайран хăйне. «Ой, мĕн-ке, мĕн-ке?» - терĕ çеç. Çавăн чухне те кивĕ улмуççисене кăларма тесе тавралла чаватчĕ. Кроликсем усратчĕ. Вĕсем валли курăк татма таçта çитиех каятчĕ. Каласан та итлеместчĕ. Ун хыççăн кушак юлмасăр пыратчĕ. Ира акка 85 çулхи юбилейпе ăна йытă, хаскипе овчарка хутăшĕллĕскер, парнелерĕ. Тузика кашни кун апат пĕçерсе çитеретчĕ. Атте салтакра чикĕ хуралçи, кинолог пулнă. Пирĕн килти йытăсем пурте алă пама, хушусене пĕлетчĕç. Тузик халĕ те пурăнать. Çуркунне чирлерĕ те, куляннипе чун ыратрĕ. Аттен йытти вĕт. Хуçи вилнине туйрĕ, тунсăхларĕ.
Тăван килте атте виличчен 4 ăру пурăнчĕ: вăл, пичи арăмĕпе, вĕсен ывăлĕ мăшăрĕпе тата вĕсен икĕ ачи. Манăн пÿрт - пĕр кил урлă. Вăл мана аттен йăмăкĕнчен юлнă. Эпир мăшăрпа унта канмалли кунсенче кăна çÿреетпĕр. Пахчана ан шăвар-ха тесен те, атте итлеместчĕ. Пĕр кĕл чечек тĕмми ăна уйрăмах питĕ килĕшетчĕ, «Ах, хитре», - тетчĕ савăнса. Атте вилсен çав тĕмĕ те хăрса типрĕ.
Артистсем яла килсен
Апай ташлама-юрлама юрататчĕ. Атте юрланине унччен илтмен. Темиçе çул каялла çуралнă кунра ларсан-ларсан юрласа ячĕ. Мĕн чухлĕ ĕлĕкхи юрă пĕлет иккен атте! Питĕ тĕлĕнтĕмĕр.
Эпĕ те пĕчĕк чухнех ташлама-юрлама юратнă. Ĕлĕк алă çупса кăннарат-кăннарат! ташлаттаратчĕç вĕт. Пилĕк стеналлă çуртчĕ пирĕн, тăпăртатни урама та илтĕннĕ пуль. «Ай-ой, Галя, мĕскер сирĕн? Каллех Людăна тĕп-тĕп! ташлаттаратăр-и?» - тесе ыйтнă ял çыннисем апайран. Музыка шкулĕнчен вĕренсе тухрăм, баян калама хăнăхрăм. Учительсем ун чухне Ехремкасси шкулне килетчĕç.
Юрлама-ташлама юратсан та артист пулма ĕмĕрне те ĕмĕтленмен, пуçра шухăш та пулман. Ĕлĕк ярмăрккăсене учительсем концертпа çÿретчĕç. Аслă класри пултаруллă яшсемпе хĕрсене те явăçтаратчĕç. Мана та илсе кайнă. 10-мĕш класс пĕтерсен Ехремкасси клубĕнче тăрăшакансем эпĕ юрлама-ташлама пултарнине кура: «Килетĕн-и, Люда?» - тесе ĕçе чĕнме пуçларĕç. Унта илемлĕх ертÿçинче 8 уйăх вăй хутăм.
Çуркунне Шупашкарти Пукане театрĕнчи артистсем килчĕç. Çанталăк япăхчĕ, шыв-шур юхатчĕ. Çынсем сахал пухăнчĕç. Халăх çук тесе тÿрех тухса каяймăн вĕт, калаçса ларчĕç. «Пукане театрĕнче ĕçлес килмест-и? Пире çамрăксем кирлĕ», - терĕç. Пĕри шăпах декрет отпускне каять-мĕн. Чĕннĕ те кайса пăхасах терĕм, Шупашкара кайса килме сăлтав пур тесе çула тухрăм. Союз урамĕнчи 25-мĕш çурта кĕрсе тăтăм. Юрлаттарчĕç, ташлаттарчĕç, юптару калаттарчĕç те ĕçе илчĕç. Пĕлÿсĕр-мĕнсĕр килнисене «урамран килнисем» тетчĕç. 1986 çулхи апрелĕн 21-мĕшĕччĕ ун чухне. Театрта апрелĕн 29-мĕшĕнче 18 çул тултартăм.
Декрета кайма пуçтарăннă Алевтина Михайловна Раиса Сарпин хайлавĕ тăрăх лартнă «Çăлтăрлă ĕмĕт» спектакльти Илемпие калăплама пулăшрĕ. Пуканисем тем пысăкăшчĕ, тем йывăрăшчĕ - урана, алла тăхăнмаллаччĕ. «Кунтан кĕретĕн, унтан тухатăн, капла тăватăн», - тесе хăвăрт кăтартрĕç те «Ылтăн ункă» хулисем тăрăх гастроле кăларса ячĕç. Залĕсем пысăк, çын нумай. Хальхи пек микрофон пулман. Хытă калаçма пĕлмелле, кăшкăрсан сасă пĕтет. «Юля, илтĕнмест! Илтĕнмест!» - тетчĕç. Макăраттăм. Эпĕ, мĕн, пĕлетĕп-им? Мана кушак çури евĕр тытнă та шыва пăрахнă: иш, вĕрен. Пĕр енчен, ку лайăх та - тÿрех ĕçленĕ май вĕренсе пыратăн. Калаçма пĕлмесен ачасем шавлама пуçлаççĕ-çке. Вĕсем сцена çинчи сăнарсемшĕн мĕнле кулянаççĕ тата - пулăшас тесе кăшкăрма тытăнаççĕ.
Кайран Ярославльти театр институтне куçăн мар майпа вĕренме ячĕç. Отпускра чухне хăвăртрах чĕнсе илчĕç те: «Каймалла», - терĕç. Пилĕк çул вĕрентĕм, çулталăкне икĕ хутчен сессие кайса çÿрерĕм. Ун чухне кĕнеке тупса илме те çукчĕ. Кивĕ хут парса «Мастер и Маргарита» туянтăм, Болгарие гастроле кайсан вырăс классикин кĕнекисене илсе килтĕм. Экзаменсем тытма нумай вуламалла вĕт. Ĕлкĕреймесен сессие кайнă чухне чăматана кĕнеке тултарса каяттăм. Чăвашран эпир виççĕн вĕрентĕмĕр: эпĕ, Лена тата Петя. Каччă пире пулăшатчĕ. «Сирĕн чăматанусене йăтса алă тăсăлса каять ĕнтĕ», - тетчĕ вăл.
Çемье пĕрремĕш вырăнта
Ĕçе питĕ юрататăп, анчах маншăн яланах çемье, тăвансем малти вырăнта. Мăшăрăм та атте пекех пушар сÿнтерекен пулнă, халĕ нумай çул ĕнтĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Енри Управленийĕнче пай пуçлăхĕнче ĕçлет. Иккĕшĕн яланах калаçмалли тупăнса тăратчĕ. Тĕлĕнмелле те, мăшăрăн та почеркĕ атте пекех питĕ илемлĕ. Упăшкан амăшĕн йăхĕ-несĕлĕ - Патăрьел тăрăхĕнчен. Анчах вĕсем унтан тахçанах куçса кайнă, Красноярск крайĕнче пурăннă. Пурăна киле çемйипе Улатăр тăрăхне куçса килнĕ. Хунямапа хуняçа питĕ лайăх çынсемччĕ. Шел те, халĕ вĕсем пирĕн хушăра çук. Вĕсене яланах ырăпа аса илетĕп.
Мăшăрпа, Владислав Максимовичпа, пĕр хĕр ÿстертĕмĕр. Екатерина музыка шкулĕнче сĕрме купăс калама вĕренчĕ. Хальхи вăхăтра Мускавра ĕçлесе пурăнать. Упăшкапа тăван яла кайса çÿретпĕр. Чечек ÿстерме питĕ юрататăп. Канмалли кунсене кайсан хулана килес те килмест.
55 çул тултарнă чухне театрта юлташсене, тăвансене, ĕçтешсене пухса пĕчĕк уяв йĕркелерĕм. Çавăн чухне аттепе анне пирки нумай каласа кăтартрăм. «Пĕр саманта та пулин каялла тавăрас тăк манăн аннен кукăльне пĕр татăк çисе курасчĕ», - терĕм ун чухне. Çулсем иртнĕçемĕн кил ăшши ытларах та ытларах аса килет.
Пĕр вырăнта - 40 çул
2024 çулта Мускаври ВДНХна «Раççей» курава ăсталăх лаççисем ирттерме пуканесем илсе кайрăмăр. Çав кунах пирĕн павильон патĕнче çынсем чарăнса манăн пуканепе, карчăкпа, калаçма пуçларĕç. Ун валли ят кирлине ăнлантăм. Тÿрех тупăнчĕ - Укахви. Ăна алла иличчен вăл мĕн калаçассине пĕлместĕп, сценарипе пулса пымасть ку: эпĕ мар, вăл манпа хуçаланать. Куравра Укахвин кунран-кун тус нумайланчĕ, унпа хаваспах сăн ÿкерĕнчĕç. Нумайăшĕ юбилейпа, туйпа, çуралнă кунпа, хула кунĕпе саламлама ыйтса видео ÿкерчĕ. Укахви Чĕмпĕр телекуравне интервью пачĕ, Хула кунĕпе саламларĕ. Унтан Мари Эл корреспонденчĕпе калаçрĕ, амăшĕн хулпуççийĕ çинче çывăракан ача валли сăпка юрри юрларĕ, Раççейри паллă актерпа Дмитрий Певцовпа сăн ÿкерĕнчĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем те курава килчĕç. Укахви вĕсемпе те шÿтлесе калаçрĕ. «41 çула çитрĕм, мана халь тин нимпе те тĕлĕнтереймĕн тесе шухăшланăччĕ - тĕлĕнтерчĕç!» - терĕ пĕр салтак. Укахвие «Хăйĕн çĕршывĕнче - пĕр минут» проектра та ÿкерĕнме чĕнчĕç. Куравран тулли кăмăлпа таврăнтăм. Укахвие мĕн чухлĕ ырă сăмах каларĕç!
Театра ăнсăрăтран лекрĕм. Пĕр вырăнта тапранмасăр 40 çул ĕçлетĕп пулсан пурнăç урапи мана кунта ахальтен илсе килмен ĕнтĕ. Халь кăна шухăшлама пуçларăм: 40 çулта мĕн турăм вара эпĕ? Урăх ĕçе каяс шухăш нихăçан та пулман. Кăçал апрель уйăхĕнче уяв каçĕ йĕркелерĕм. Манăн ĕçе хакласа халăх ятне пани маншăн пысăк чыс. Анчах ку лăпланса чарăнса тăмаллине пĕлтермест. Манăн çак ята çĕре ÿкермелле мар. Эппин, малалла ĕçлемелле те ĕçлемелле».
Ирина АЛЕКСЕЕВА.